Уяв ячĕпе, тăванăмăрсем!
Паян пĕтĕм чăваш халăхĕн - уяв! Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.
Çак уяв ячĕпе Кукашнири вăтам шкулта вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акцие хутшăнчĕç. 5-10-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме кăмăл турĕç. 16 вĕренекенрен 6-шĕ «5» паллăлăх, 8-шĕ – «4»лăх çырчĕç.
Чи маттуррисен шучĕнче 10-мĕш класри Борисова Инна, Марков Александр, Миронова Татьяна, 8-мĕшĕнчи Такмакова Екатерина, 7-мĕшĕнчи Максимов Николай6-мĕшĕнчи Владимирова Дианăпа Миронова Виктория пулчĕç.
Маттур, ачасем!