Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан çын çук та пулĕ. Унăн хайлавĕсенче пурнăç таппи, чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, халăх кăмăлĕ яр уççăн курăнать.
Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çалтăрĕ. Çутă çалтăрсен чи шултри, чи хăватли, çап-çуттăн çунса хăй тавра пухса тăнă вилĕмсĕр поэта чысласа 7-мĕш класра вĕренекенсемпе Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ тата «Таня» поэма тăрăх ăс-хакăл ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăмăрту умĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Ирина Альбертовна аслă поэтăмăр кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентаципе усă курса каласа пачĕ. Ăмăртура ачасем Петĕр Хусанкайăн пурнăçĕпе пултарулăхне аван пĕлни, «Таня» поэмăна юратса вулани палăрчĕ. Ыйтусем çине тĕрĕс те тулли хуравсем парса 1-мĕш вырăна Агатеева Ирина, 2-мĕш вырăна Михайлов Николай, 3-мĕш вырăна Михайлова Анна тухрĕç.
Шкул библиотекарĕ «Чăваш поэзийĕн Улăпĕ» куравпа паллаштарчĕ. Вĕренекенсене Хусанкайăн кĕнекисене тата вăрçă çинчен çырнă кĕнекесене илсе вулама сĕнчĕ.
«Таня» поэмăри Зоя Комодемьянскаян вилĕмсĕр паттăрлăхĕ вĕренекенсемшĕн кулленхи пурнăçра тĕслĕх пулса тăрасса, вилĕмсĕр поэта яланах асра тытасса шанатпăр.