Урхас Кушкăри вăтам шкулта Чăваш чӗлхи кунне халалланă эрне пуҫланчӗ. Вӗренекенсем ака уйăхӗн 19 – мӗшӗнче уроксем хыҫҫăн Поэзи каҫне пухăнчӗҫ. Поэзи асамлă тӗнче пулнине асра тытса уява ытларах асамлă тӗнчене юратакансем пухăнчӗҫ.
Поэзи каҫӗ чăваш халăх артисчӗ В. Родионов вулакан И.Я. Яковлевăн « Чăваш халăхне» халала итленипе пуҫланчӗ. Аслă Вӗрентекен чӗнсе каланă сăмаха вӗренекенсем тимлӗ итлесе ларчӗҫ,унăн Халалне ăша хывма тăрăшрӗҫ.
Чăваш Енӗнче Ашшӗпе амăшӗ Ҫулталăкне палăртнă май атте-анне темипе ҫырнă сăвăсене итлекенсем кăмăллăн йышăнчӗҫ. Ачасем уйрăмах Альбина Владимирова(7 класс), Юлиана Егорова ҫырнă сăввисене хавхаланса итлерӗҫ, хăйсем те сăвăсем хайлама ӗмӗтленчӗҫ. Ҫамрăк сăвăҫсене пултарулăх ӗҫӗнче малалла та ҫитӗнÿсем тума сунчӗҫ.
Ертсе пыракансем Урхас Кушкăри вăтам шкулта тӗрлӗ ҫулсенче вӗреннӗ ,тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнă ашшӗ-амăшӗсен сăввисене вуласа пани ачасен кăмăлне кайрӗ.
Вӗренекенсем эрне тăршшӗпех ытти конкурссене хутшăнма хатӗр пулнине палăртрӗҫ.