Сĕнтервăрри районенчĕ ака уйӑхӗн 24- мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци пулса иртрӗ. Тĕслехрен:
Урхас Кушкăри вăтам шкулта 2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2017» акци иртрӗ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Вӗренекенсем чăващла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе чăваш чӗлхипе литература кабинетне пухăнчӗҫ. Вӗсем Г. Волковăн «Ăслă ывăл» калавне ҫырчӗҫ. Пурӗ 15 хастар чăваш ачи диктанта тăрăшса ҫырчӗ. Итальева Н., Маслова В.,Григорьева А., Тюменева К. (9 класри вӗренекенсем), Васильев Станислав (8 кл.), Владимирова А. (7 кл.) «5»паллăпа ҫырса хăйсен пӗлӗвне ҫирӗплетсе пачӗҫ . Ытти вӗренекенсем «4» паллă илме пултарчӗҫ.
Пултаруллă чăваш вӗренекенӗсене малалла та вӗренÿре ҫитӗнÿсем тума сунатпăр.
Чăваш чĕлхи кунне халаллласа кашни çулах «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Кăçал ăна Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕпе те çыхăнтарнă. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Задачисем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Çак кун пур чăваш та, хăй ăçта пурăннине пăхмасăр, пĕтĕм чăваш диктанчĕ акцие хутшăнма пултарчĕ. Диктант 13 сехетре пуçланчĕ. Хуракассинче вĕренекен ачасем те пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнчĕç. Пурĕ – 19 вĕренекен. Кăçал диктант текстне чăвашсен паллă этнопедагогĕ Г.Н.Волков çырнă «Ăслă ача» калав тăрăх йĕркеленĕ. Текстра ачасене ашшĕ-амăшне, ваттисене хисеплеме вĕрентсе калани пысăк вырăн йышăнать.
2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрӗ. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Ҫак тӗллеве пурнӑçлама Г. Волковӑн «Ӑслӑ ача» текстне илнӗ.
Октябрьски шкул ачисемпе вӗрентекенӗсем те кашни çулах çак акцие хаваспах хутшӑнаççӗ. Кӑçал та 43 çын диктант çырма кӑмӑл турӗ. (смотреть)
Ака уйӑхӗн 24- мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци пулса иртрӗ.Сӗнтӗрпуҁ шкулӗнче вӗренекенсемпе ӗҁлекенсем ҁак акцие хастар хутшӑнчӗҁ. Пурӗ 15 ҁын хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене лартассине тӗрӗслерӗҁ. «5» палла виҁӗ вӗрентекенпе икӗ вӗренекен тивӗҁрӗҁ, ыттисем лайӑх паллӑ илме пултарчӗҁ. (смотреть)