Карабашской начальной школе 125 лет

Ял варринче -  асамлӑҫурт.
Ҫӗр ҫул ытла ачасене
Карапашри пуҫламӑш шкул
Савса чӗнет вӗренӗве.
Юпа уйӑхӗн  3-мӗшӗнче Карапашри пуҫламӑш шкулта уяв иртрӗ. Карапаш тӑрӑхӗнче шкул ӗҫлеме пуҫланӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Уява ялта пурӑнакансем, хӑнасем тата учитель –ветерансем пуҫтарӑнчӗҫ. ӑшшăн кĕтсе илчĕç Карапашри пуçламăш шкул учителĕсемпе вĕренекенĕсем хăнасене. Шкул алăкĕнчен кĕрсенех куҫа тирпейлĕх тыткӑнлать: йĕри-тавра чечексем, классенче çутă, куçа илĕртекен тĕссемпе сăрланă. «Тайма пуҫӑм, савнӑ шкул» ятпа иртрӗ уяв. Чи малтанах килнӗ хӑнасем шкул тӑрӑх ҫулҫӳреве тухрӗҫ. Аса илмелли чăнах та нумай. Хăнасем класран класса кĕрсе тухаççĕ, пĕр-пĕрин çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Тĕрлĕ çулхи сăнýкерчĕксемпе паллашаççĕ « Тӗнчешӗн тунӑ ҫын ӗҫ-пуҫӗ, вӑл анлӑрах та пурлӑрах» маршрутра Иванова Татьяна Аркадьевна шкул историпе паллаштарчӗ, кунта шкул юпауйӑхӗн 2 –мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланине ӗнентерекен архиври хутсем, шкул вӗренсе пӗтерни ҫинчен панӑс видетельствӑсем, 1903-1904-мӗш вӗренӳ ҫулӗнчи класс журналӗ, вӗренекен ачасен списокӗ, Ф. С. Степановӑн ӗҫ хучӗсем тата тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫулсенче сыхланса юлнӑ шкул пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ материалсем. Карапаш тӑрӑхӗнчи шкула 18 ҫулти ҫамрӑк каччӑ Степанов Федот Степанович ертсе пынӑ. Вӑл тӑван шкулта 44 ҫул хушши ӗҫленӗ. Малтанхи ҫулсенче шкул Ф.Степанович килӗнче пулнӑ. Ку вӑхӑтра шкула « Карабашевская церковно-приходская школа» тенӗ. Шкул ҫуртне 1932-мӗш ҫулта тунӑ. Хальхи вӑхӑтра та шкул ҫак ҫуртрах вырнаҫнӑ. Ф.С.Степанов шкулта 1938-мӗш ҫулччен ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн ӗҫлекен вӗрентекенсен те ӗҫ стажӗ нумай. Мартьянова З.П. –  42 ҫул, Оливанова Л.Г. – 41 ҫул, Иванова Т.А. – 36 ҫул хушши пӗр шкулта ӗҫленӗ.
Шкулӑн хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен Артемьева Е.В. каласа пачӗ. «Вӗрентӗве ӑсах хурасшӑн, утатпӑр ӑслӑх ҫулӗпе»  маршрутра ачасен ал-ӗҫ выставки пурне те тыткӑнларӗ. Кунта ачасем чӑваш тӗррипе хитрелетнӗ салфеткӑсене курма пулать. Вӗсенче чӑвашсен кун-ҫулӗ тӗрӗленнӗ. Кашни ҫулхи альбомсем, ӳкерчӗксен пуххисем, проект ӗҫӗсем, пахча-ҫимӗҫрен йӗркеленӗ выставка, ачасем ӑсталанӑ пуканесем хӑнасене тыткӑнларӗҫ. Йӗри таврари илемлӗх пурне те ачалӑх тӗнчине аса илтерчӗ. Кашниех шкулта вӗреннӗ вӑхӑтсене  аса  илчӗ.
Уявӑн иккӗмӗш пайӗ чӑваш халӑх поэтесси Л.В.Мартьянова Ф.С.Степанов ячӗпе ҫырнӑ сӑвӑран пуҫланчӗ, унтан ачасем салам сӑмахӗ каларӗҫ. Чи малтанах «Хресчен шкулӗ» ятлӑ юрӑна шӑрантарчӗҫ. Ку юрӑ уяв ячӗпе парне пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен вӑл Ф.С.Степановӑн архивĕнчи «Шкул юррисем» ( 1962 ҫулхи кĕнеке) ятлӑ юрӑ пуххинчен.  Ачасем шкул пурнӑҫӗ ҫинчен юрларӗҫ, вӗрентекенсене ҫывхарса килекен уявпа саламларӗҫ, унтан чӑваш ташши ташласа савӑнтарчӗҫ. 4-мӗш класра вӗренекен Сарбаева Наташа пурне те ҫавра ҫӑкӑрпа хӑналарӗ. Шкулта ӗҫлекенсем те уяв ячӗпе салам сӑмахӗ каларӗҫ. Артемьева Е.В. Алевтина  Муссан  «Карапашри учительсем» ятлӑ сӑввине каласа  пачӗ.
Килнӗ хӑнасем  те салам сӑмахӗ калама васкарӗҫ. Карапаш ял хутлӑхӗн ертӳҫи Алаев Н.М.  пурне те ырлӑх-сывлӑх сунчӗ, шкул ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулнине пӗлтерчӗ. Сӗнтӗрвӑрри район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексеев Владимир Николаевич шкул директорне хисеп хучӗ парса чысларĕ, ачасене тата та тӑрӑшса вӗренмелле терӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Арсентьева С.В. шкул коллективне хисеп хучӗ пачӗ, ачасемпе тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Карапаш хутлӑхӗн район депутачӗ Почемов Р.В.шкулта вӗренекенсене уяв ячӗпе 125 тӗрлӗ парне пачӗ. Кунта хучӗ те, ручки те, кӑранташӗ те… шӑп та лӑп пӗр вӗренӳ ҫулӗ валли. Вӗрентекенсене тата ветерансене уяв ячӗпе саламларӗ, ҫирӗп-сывлӑх сунчӗ. Районти профсоюз комитечӗн ертӳҫи Абашева Л.В. шкулти ачасем районти тӗрлӗ конкурссене хутшӑнни ҫинчен каларӗ,  ӳкерме, ӑсталама маттур пулнине пӗлтерчӗ, парне парса чысларӗ.  Ф. С. Степановӑн мӑнукӗ  Данилова Л.В. ват аслашшӗ ҫинчен аса илчӗ, Федот Степановичӑн ятне ҫӳлте тытса пынишĕн учительсен коллективне тав турĕ.Унтан  учитель-ветерансем Мартьянова З.П., Оливанова Л.Г., Чуркина О.Ф., Мартьянова Р.В., Рыбакова А.В., Яковлева О.А. шкул пурнӑҫĕпе ҫыхӑннӑ самантсене аса илчӗҫ, парнесем парса чысларӗҫ. Россгострах агенчӗ Мартьянова Е.Г. шкул енне выртакан ҫул ялан такӑр пултӑр терӗ,  кашни вӗренекене расписании пачӗ, шкул валли хут тӗрки парне пулчӗ. Михайлов В.И., Дмитриев  В.П. ҫак шкулта вĕренкен ачасем ялти ҫынсемпе яланах тараватлӑ та  кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ, Ф.С.Степанов  пек  пултаруллӑ ҫынсем пулма сĕнчӗҫ. 86 ҫулхи Алексеева Ю.Л., 1941-1945 ҫулсенче ҫак шкулта вĕреннĕскер, хӑйĕн ачалӑхран асра юлнӑ  вӑхӑтсем ҫинчен  каласа  пачĕ.
Уяв шкул ҫинче Ф.С.Степанов ячӗпеҫакнӑ хисеп хӑми умнее чечек ҫыххисем хунипе вӗҫленчӗ.Ял-йышсен асĕнче Ф.Степанов сăнарĕ яланлăхах юлĕ, мĕншĕн тесен вăл пĕтĕм пурнăçне ачасене  вĕрентес, ял халăхне  çутта кăларас тесе панă. Чылай  хушă янăрарĕ юрă-кĕвĕ Карапашри пуçламăш шкулта, юрă-çемĕ тăван Атăл çийĕн малалла юхрĕ. 125 çул! Татах нумай пурăн   хаклă  шкулăм.