Интереслӗ паллашу
Чăваш чӗлхи эрнинче кӗçӗн класра вӗренекенсем шкулти тăван ене халалланă музей кӗтесӗнче пулчӗç. Унта тӗрлӗ кивӗ кӗнекесем пур. Ачасем 1959 çулта кăларнă 2-мӗш класра вуламалли Тăван сăмахпа тата вӗренмелли 1970 çулхи Чăваш чӗлхипе интересленсех паллашрӗç, 50-60 çул каялла шкулта тăван чӗлхене мӗнлерех кӗнекесемпе вӗреннипе кăсăкланчӗç. Кӗнекесен авторӗ Анатолий Степанович Отачкин. Паллах, вӗсем хура-шурă кăна. Тупмаллине пăхса унти пайсемпе паллашрӗç, хăйсем халӗ вӗренекеннисемпе танлаштарчӗç, Тăван сăмахри темиçе калавне вуларӗç. Вӗсем ачасене килӗшрӗç.
24.04.2021 Октябрьски шкулӗн пресс-центрӗ