Чǎваш чěлхи - тǎван чěлхе,
Эс - чи пахи, эс - чун уççи.
Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе,
пин чěлхерен чи çепěççи.
Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Эпир, чӑвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Мӗн тери илемлӗн,мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.Чӑваш чӗлхи пуррипе чӑваш халӑхӗ пур, мӗншӗн тесен чӗлхе нацие пӗлтерекен паллӑсенчен чи кирли.
Сӗнтӗрпуҫӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта сӑвӑ вулакансен «Тӑван чӗлхе –чӑваш чӗлхи» ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ачасем чăваш поэчěсен тěрлě сăввисене вуларӗҫ.
Чи илемлӗ вулакансем шутӗнче Родионова М (9 класс),Никонорова А (8 класс),Иванова М (5 класс),Федорова А.(3 класс),Яичникова В (2 класс) пулчӗҫ. Вӗренекенсем чӗлхе илемне кӑтартса пама пултарчӗҫ.