Чӑваш тӗррин кунӗ.

 

Чӑваш тӗррин кунӗ.

 

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче — Чӑваш тӗррин кунӗ. Ҫак уява халалласа  «Пучах» ача пахчинче  ачасем валли пӗлтерӗшлӗ занятисем  иртрӗç. Аслӑ группӑн ертӳçи ачасене презентаци тӑрӑх чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗсемпе, хӑйне евĕрлĕхӗпе паллаштарчӗ. Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑсрах, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне уҫса парать, халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулне сӑнлать. Ачасем ӗлӗкхи тӗрӗсен илемӗпе киленчӗҫ, хӑйсен те тӗрлеме вӗренес кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.  

Пурне те паллӑ кун ячӗпе саламлатпӑр.