Чӑваш чӗлхине халалланӑ эрнере 7-мӗш класра вӗренекенсемпе чӑвашла тухса тӑракан журналсемпе паллашрӑмӑр. Эпир республикăра тухса тăракан «Тетте», «Самант» тата «Тӑван Атӑл» ятлă журналсене тишкертӗмӗр.
Асăннă темăна шута илсе хамăр ума çакăн пек тĕллев лартрăмăр: «Тетте», «Самант» тата «Тӑван Атӑл» журналсенчи ача-пăча литературине тĕпчесси. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама çак задачăсене лартрăмăр:
1) «Тетте», «Самант» тата «Тӑван Атӑл» журналсемпе тĕплĕнрех паллашасси
2) ача-пăча валли çырнă хайлавсене тишкересси
3) вĕсенче пичетленнĕ хайлавсен тĕшшине (смысл) палăртасси
Тĕпчев ĕçĕн объекчĕ – «Тетте», «Самант» тата «Тӑван Атӑл» журналсем.
Тĕпчев ĕçĕн предмечĕ – асăннă журналсенче пичетленекен сăвăсем, калавсем, сăмах каçмăшсемпе пуç ватмăшсем.
Тетте сăмаха вара вырăс чĕлхине куçарсан игрушка пулать, ку ĕнтĕ журнал тĕрлĕ вăйăсемпе, калавсемпе пуяннине пĕлтерет. «Тетте» тата «Асамат» сăмахсенче ă, ĕ, ÿ, ç сас паллисем çуккине кура журнал ячĕсене вырăс ачисем те çăмăллăнах вулама пултараççĕ.
Пирвай, паллах, куç сăрăллă та çутă ÿкерчĕксене шырать, каярах вара журналăн содержанийĕпе паллашас туйăм çуралать. Чăнах та, «Тетте» журнал ача сачĕсен аслăрах ушкăнĕсене çÿрекенсемшĕн, кĕçĕн класра вĕренекенсемшĕн питĕ усăллă хушма вĕренÿ хатĕрĕ. Кашни страница хăйне евĕр интереслĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, тăванла халăхсен пурнăçне çутатса пани ачасен ăс-тăнне аталантарать, унсăр пуçне чунра патриотлăх туйăмне çуратать. Ачаранах тăван халăха, чĕлхене сума сусан, паллах, ÿснĕçемĕн çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулатпăр. «Тетте» журнал 1994-мĕш çулхи август уйăхĕнче тухма пуçланă. Уйăхра пĕр хутчен 20 страницăпа пичетленсе тухать.
«Самант» — аслă классенче вӗренекенсенмпе çамрăксен уйӑхра пĕрре тухса тăракан чăваш журналӗ. Учредителĕ — «Тантӑш» хаçат редакцийĕпе Вĕрентӳ министерстви. Ку таранччен 700 яхăн номер пичетленсе тухнă. Журналăн хальхи тиражĕ 2000 яхăн. Тĕп редакторĕ — Галина Платонова. Журнала 1929 çулта йĕркеленĕ. Çав тапхăртан пуçласа 2003 çулччен «Хатĕр пул», «Çил çунат» ятсемпе тухса тăнă.
«Тӑван Атӑл» - чӑвашла литература журналӗ. Хальхи вӑхӑтра «Атӑл» издательство çурчӗ кӑларать. Тӗп редакторӗ — Т. Г. Вашуркина. «Тăван Атăл» журнал /вырăсла – «Родная Волга»/ 1931-мĕш çултанпа тухса тăрать. Малтанхи ячĕ – «Трактăр» /«Трактор»/. Литература, критика, политика альманахĕ шутланнă. 1936-мĕш çултанпа альманах ятне улăштарнă, вăл «Илемлĕ литература» /«Художественная литература»/ ятпа кун çути курма тытăннă. 1944-мĕш çултанпа - «Тăван Атăл» /«Родная Волга»/. 160 страницăпа тухса пынă.
Журнал страницисенче Чăваш енĕн паллă писателĕсен, публицисчĕсен хайлавĕсем, тĕрлĕ жанрлă ĕçĕсем пичетленнĕ. Василий Краснов-Асли, Леонид Агаков, Александр Алка, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Георгий Ефимов, Юрий Скворцов, Хĕветĕр Уяр, Анатолий Емельянов, Анатолий Кибеч, Александр Галкин, Василий Давыдов-Анатри, Мария Волкова, Мария Ухсай, Александр Кăлкан, Юрий Сементер, Николай Теветкел, Лаврентий Таллеров, Любовь Мартьянова тата ытти вун-вун пултаруллă сăмах ăсти хăйсен литература ĕçĕсене чăн малтан «Тăван Атăл» журналта кун çути кăтартнă. Паян та журнал тавра çыравçăсен тата авторсен çирĕп шăнăрĕ пуçтарăннă-йĕркеленнĕ теме пулать. Журнал ертÿçисем, ăна кун çути кăтартакансем Чăваш Республикинчи, Раççей Федерацийĕн чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнĕсенчи писательсен союзĕсене, ытти пĕрлĕхĕсене, тĕрлĕ юхăмĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерме тăрăшаççĕ, чăвашлăха аталантарас çулпа çирĕппĕн утаççĕ.
Чыслă-хисеплĕ авторсемпе пĕрлех журнал пултарулăх çулĕ çине тинтерех тăнă çамрăксемпе ĕçлеме, вĕсене çул уçса пама тăрăшать. Çавăнпа студентсем, шкул ачисем журнал редакцине кăмăлласах çÿреççĕ. Редаци алăкĕсем прозаиксем, поэтсем, критиксем, литературоведсем, публицистсемпе юрăçсем, художниксемпе артистсем... – пурин валли те яланах уçă.
Тĕрлĕ çулта журнал редакторĕ пулса Илле Тукташ, Аркадий Ĕçхĕл, Çемен Элкер, Ухай Яккăвĕ, Александр Кăлкан, Василий Алакер, Уйăп Мишши, Василий Алентей, Владимир Абашев, Леонид Агаков, Петĕр Львов, Александр Галкин, Георгий Краснов, Лаврентий Таллеров, Хĕветĕр Агивер, Арсений Тарасов, Василий Кервен ĕçленĕ.
Журналсене Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те çырăнса илме пулать.
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ О.Г. Сарбаева