Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ кăçал пĕрремĕш хут «Несĕл эткерлехĕ» конкурс ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн культурине çемьере тытса пырасси, йăли-йĕркине, ăсталăхне упраса хăварасси.
Конкурса чăвашлăха упракан 25 çемье хутшăнчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсенчен тăххăрăшĕ «Эпир – туслă кил-йыш» номинаципе, тепĕр тăххăрăшĕ – «Пирĕн тăван кĕтес» номинаципе, виççĕшĕ – «Эпир тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркисене кил-йышра тытса пыратпăр!» номинаципе, тăваттăшĕ – «Ĕмĕр-ĕмĕр янра эс, тăван чĕлхем» номинаципе пулчĕç.
Видеороликсенче конкурсантсем çемьен пурнăçне, кил-йыш тĕп вырăна мĕне хунине, наци традицийĕн, культурин уйрăмлăхĕсене уçса пачĕç, тăван ялăн, хулан, республикăн паллă вырăнĕсем çинчен каласа пачĕç.
Жюри членĕсем кашни ĕçпех тимлĕ паллашрĕç. Хуракаси вӑтам шкулӗнчи 8 класра вӗренекен Анастасия Перцева призер пулса тӑнӑ. Хӑйӗн видеороликинче Настя тӑван Нарат Чакки ялӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Конкурса хутшăннă Перцева Анастасийӑна саламлатпăр. Ĕçре, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр!
8 класс ертӳҫи Т.В.Михайлова