Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрлентĕмĕр



Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрлентĕмĕр

Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче кĕрет мелпе, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче инçет мелпе занятисем ирттерчĕ.

Консультацие пынисем чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова ертсе пынипе орфографипе пунктуацин тĕп правилисене аса илчĕç, ытти çулсенче çырнă диктантсенче тĕл пулнă йăнăшсене тишкерчĕç.

Аса илтеретпĕр, чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паракан ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет. 13.00 сехетре пуçланать.