Чăваш чĕлхи кунне анлă паллă турĕç



Чăваш чĕлхи кунне анлă паллă турĕç



 

1992 çултанпа пирĕн республикăра ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ.

Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе Хуракассинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлÿ паракан шкулта нумай ĕç туса ирттереççĕ. Кăçал та  вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунне анлăн уявларĕç. Ҫак куна халалласа кĕçĕн класра  вĕрентекенсемпе вĕренекенсем шкул залне уява пухăнчĕç.

Чи малтанах ачасем И.Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллашрĕç. «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», – тенĕ И.Я. Яковлев. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе вăл – чăваш чĕлхи. Уявра ачасем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем  чуна пырса тивмелле вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, чăваш вăййи выляса кăтартрĕç. Хĕрачасен ушкăнĕ чăваш ташшипе савăнтарчĕ.

Чăваш çыннин пурнăçе, унӑн йăли-йĕрки, юрри-кĕвви ачасен асĕнче юласси пирĕнтен нумай килет. Ыррине пур çĕрте те анлăн сарма, çĕнетсе аталантарма май пур пирĕн халӗ! Эппин, хамăр яваплăха туйса тăван халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен вăй илме пулăшар.

Паянхи уяв тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ. Малашне те тăван чĕлхемĕре савса мухтар!

 

Гаврилова С.Н., Егорова Н.В, Журавлёва Л.А., Артемьева Е.В., Рыбакова А.Н.

кĕçĕн класра  вĕрентекенсем

Фотогалерея