Чăваш халăх хорĕ – пирĕн патра хăнара



Чăваш халăх хорĕ – пирĕн патра хăнара

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче районти  чăваш халăх хорĕ Приволжски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул ачисем патĕнче хăнара пулчĕ. Çак хора нумай çул хушши  питĕ пултаруллă  Г.П.Раков ертсе пырать. Концерт программине  чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Программăна Р.Н.Ракова çĕкленÿллĕ кăмăлпа ертсе пычĕ, ачасене Иван Яковлев çинчен  кăсăклă каласа пачĕ, презентаципе вырăнлă усă курчĕ, ачасен пĕлĕвне пуянлатрĕ. Ачасем кашни юрра, ташша тăваллăн алă çупса йышăнчĕç, артистсемпе пĕрле Чăваш Республикин Гимне тăрашса юрларĕç.

Чăваш халăх хорне  татах та çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем сунас килет.

Чăваш халăхĕн çепĕç те янăравлă юрри яланах шăрантăр, чăваш чĕлхи аталантăр. Чăвашсем пулнă, пур, пулаççĕ!

 

Семенова В.Г.