И.Я.Яковлев хайлавӗсене вулатпӑр, ӳкеретпӗр



И.Я.Яковлев хайлавӗсене вулатпӑр, ӳкеретпӗр

 

И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗçсем малалла пыраççӗ. Вӗренекенсем Иван Яковлевӑн «Ача-пӑча калавӗсене» сасӑпа чӑвашла вуларӗҫ.Сумлӑ педагогӑн «Ача-пӑча калавӗсем» кӗнекине ачасем валли ҫырнӑ кӗске хайлавсем кӗнӗ, вӗсем ҫамрӑк вулакансен кӑмӑл-туйӑмне, илемлӗхне, пуплеве аталантарма пулӑшаҫҫӗ, аслисене хисеплеме, ырӑ кӑмӑллӑ, хӑюллӑ пулма, яваплӑха туйма вӗрентеҫҫӗ.
Акцие хутшӑнакансем И.Я. Яковлев калавӗсене пӗрле вуласа аслӑ патриархӑмӑра тепӗр хут сума сурӗҫ, унӑн эткерне упраса хӑварас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе курӑмлӑ ӗҫ турӗҫ.

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ О.Г. Сарбаева

Фотогалерея